News by date 15 June 2021
-
Савгачевăра пăрлă çумăр çунипе çынсен çӗрулми анисене юхтарса кайнă
Аксу районӗнче иртнӗ вырсарникун çанталăк алхаснă кăна. Ял урамӗсем шарласа юхакан çырмана çаврăнни, пахча-анкартинче выртакан пăр куписем ӳкернӗ видеосем социаллă сетьсенче хăвăрт сарăлчӗç. Чăваш Ен блогерӗсем те вӗсене хăйсен страницисенче кăларчӗç. Савгачево ялӗнче пурăнакансем уйрăмах пысăк шар тӳснӗ. Çынсен пахча-çимӗç калчисем пăр хуçса таткаласа пӗтернипе çара патка пулса юлнă, çӗрулми аврисем те çавах. Ӳсен-тăрансем вăй илмесен капла тухăçсăр та тăрса юлма пулать-çке? Тепӗр хут аксан кăна. Лару-тăрăва уçăмлатас тӗллевпе Саврăшпуçӗн ял хутлăхӗн пуçлăхне Валерий Николаева шăнкăравларăмăр.
-
Пурне те парне пачӗҫ
Алексей Шадриков сӑмахӗсемпе, ҫак концертра янӑранӑ чылай юрӑ оригиналӗнчен те лайӑхрах илтӗннӗ
-
Юхтӑр юрӑ, янратӑр кӗвӗ
Фольклор вӑл пирӗн мӑнаҫлӑх тата пысӑк культура пуянлӑхӗ