Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Савгачевăра пăрлă çумăр çунипе çынсен çӗрулми анисене юхтарса кайнă

Аксу районӗнче иртнӗ вырсарникун çанталăк алхаснă кăна. Ял урамӗсем шарласа юхакан çырмана çаврăнни, пахча-анкартинче выртакан пăр куписем ӳкернӗ видеосем социаллă сетьсенче хăвăрт сарăлчӗç. Чăваш Ен блогерӗсем те вӗсене хăйсен страницисенче кăларчӗç. Савгачево ялӗнче пурăнакансем уйрăмах пысăк шар тӳснӗ. Çынсен пахча-çимӗç калчисем пăр хуçса таткаласа пӗтернипе çара  патка пулса юлнă, çӗрулми аврисем те çавах. Ӳсен-тăрансем вăй илмесен капла тухăçсăр та тăрса юлма пулать-çке? Тепӗр хут аксан кăна. Лару-тăрăва уçăмлатас тӗллевпе Саврăшпуçӗн ял хутлăхӗн пуçлăхне Валерий Николаева шăнкăравларăмăр.

Аксу районӗнче иртнӗ вырсарникун çанталăк алхаснă кăна. Ял урамӗсем шарласа юхакан çырмана çаврăнни, пахча-анкартинче выртакан пăр куписем ӳкернӗ видеосем социаллă сетьсенче хăвăрт сарăлчӗç. Чăваш Ен блогерӗсем те вӗсене хăйсен страницисенче кăларчӗç. Савгачево ялӗнче пурăнакансем уйрăмах пысăк шар тӳснӗ. Çынсен пахча-çимӗç калчисем пăр хуçса таткаласа пӗтернипе çара  патка пулса юлнă, çӗрулми аврисем те çавах. Ӳсен-тăрансем вăй илмесен капла тухăçсăр та тăрса юлма пулать-çке? Тепӗр хут аксан кăна.

Лару-тăрăва уçăмлатас тӗллевпе Саврăшпуçӗн ял хутлăхӗн пуçлăхне Валерий Николаева шăнкăравларăмăр. Ун сăмахӗпе, çумăр чăннипех пысăк инкек кӳнӗ. «Вăйлă çумăр пӗр чарăнми тăватă сехет витререн тăкнă пек çурӗ. Кун пеккине хам пурнăçра астумастăп. Пулман мар-ха вăйлă çумăр çуни, анчах кун пекех мар. Хăшин пахча-çимӗçне юхтарса кайнă, теприсен çӗрулми анисене. Шел те, нумайăшӗ кил хуçалăхне страхламан. Страховани тунисем хуть компенсаци илме пултараççӗ. Саврăш ялӗнчи пӗр хуçалăхра ӗнине çиçӗм çапса вӗлернӗ. Каллех страховани туман пулнă. Тутар Этемшӳ ялӗнче аçа çапнипе çурт çуннă. Пысăк инкек ку. Васильевка ялӗнче пурин пахчинче те помидор тӗмӗсем сыхланса юлайман. Унта пӗвене те татса кайнă. Савгачевăри 7-8 киле шыв кӗнӗ, тӗпсакайӗпе шăтăксене ӗнтӗ», – пӗлтерчӗ Валерий Зиновьевич.

Ял хутлăхӗн пуçлăхӗн сăмахӗпе, хальлӗхе çынсем пăрлă çумăра пула пулнă инкеке хăйсем тӗллӗн татса параççӗ. Сăтăрăн калăпăшне пахча-анкартисем типсе пӗтмесӗр те палăртма çук. Енчен те сиенӗ пысăк пулсан администраци шайӗнче татса пама пултарассине те сирмест Валерий Николаев. Пӗвене те çӗнӗрен пӗвелеме тивет. 

Валерий Николаев сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия