News by date 16 January 2017
-
Йăвачаллă чăвашла Хелуин
Халӗ хăш ялсенче «Сурхурине» паллă тăваççӗ-ши? Клубри сцена çинче мар, чăнласа. Çак уява эпир пӗчӗк чухне питӗ кӗтеттӗмӗрччӗ. Пăва районӗнчи Тăхăрьял тăрăхӗнче ăна «Шуйттан вăййи» теççӗ, Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗнче «Упăте» - тӗллевӗ пӗр - хăратмалли каç. Кăшарни умӗн шăп пӗр эрне юлсан, Кивӗ Çӗнӗ çул каçӗ ялти кашни чăваш...
-
Хусанкай ячӗллӗ конкурса видеосем киле пуçларӗç
Чăваш халăх поэчӗ Петр Петровия Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа ирттерекен интернет-конкурса пӗрремӗш видеосăвăсем киле пуçларӗç. Сирӗн умăрта Тутарстанри Нурлат районӗнчи Якурккел ялӗнчи вăтам шкулта 7-мӗш класра вӗренекен Дмитрий Капитонов. Вӗрентекенӗ Г.В.Терентьева. Аса илтеретпӗр, çак конкурса Тутарстанри «Сувар» хаçат тата Хусанти чăвашсен П,П.Хусанкай ячӗллӗ чăваш наципе культура центрӗн пуçарăвӗпе...
-
Кӗçех 100 çул çитет
Пăвари 1№ ача-пăчасен искусство шкулӗ ӗçлеме пуçлани тепӗр çултан шăпах çӗр çул пулать. Унăн историйӗ Тутарстан культуринче тарăн йӗр хăварнă ятсемпе - паллă музыкантсемпе Файзи Беккининпа тата Салих Сайдашевпа çыхăннă. Вӗсем хулана Тутар драма театрӗн артисчӗсемпе пӗрле килнӗ пулнă. Артистсем вылянă, спектакльсем лартнă, вӗсем вара постановкăсене кӗвӗ каласа сасăлатнă. Çапла...
-
Эрнелӗх гороскоп 16.01-22.01
ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ ыттисенчен килет, çавăнпа ӗçлӗ калаçусене ирттерме, тăшмансене хирӗç тăма пӗлмелле. Закона пăхăнса, тӳрӗ кăмăлпа ӗçлемелле. Уйрăмах эрне варринче асăрхануллă пулмалла. Парăмсене парса татмалла, вăрçăннă çынсемпе килӗштермелле. ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Çанă тавăрса ӗçлесен кăна парăмсене парса татма пулӗ. Нумайăшӗ профессилле пултарулăхран, ӗçре типтерлӗ...
-
WhatsAppпа та юрать
Малашне закона пăсса çӳп-çап куписем тăвакансем, çутçанталăка варалакансем, экологи сферинче йӗркене пăсакансем çинчен ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствине 89872169779 телефонпа WatsApp-па е Telegram урлă пӗлтерме пултараççӗ. Кунсăр пуçне çутçанталăка варалакансем çинчен унчченхи «хӗрӳ лини» телефонӗпе 8(843) 267-68-67 те, министерствăн интернет-приемнăйне электроннăй почтăпа, «Народный контроль» электроннăй системăпа, «Школьный патруль» мобильлӗ приложенипе...
-
Элметре технопарк уçăлать
Тутарстанра юлашки вăхăтра ачасен профессилле вӗрентӗвне пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Çак тӗллевпе хуласемпе районсенче ачасен технопаркӗсене уçаççӗ. Çитес вăхăтра ун йышши объект Элметре те хута каймалла, «Кванториум» ача-пăча технопаркӗнче çитес вăхăтра строительство ӗçӗсем вӗçленмелле, пӗлтерет район пресс-служби. Юлнă ӗçсем шутӗнче - çурт тăррине ăшăтасси, вентиляци тăвасси, кирлӗ хатӗрсемпе тивӗçтересси. Республика ертӳçисен...
-
Бишкекра самолет ӳкнӗ
Кăркăсстанри «Манас» аэропортран вӗçсе хăпарнă чухне Боинг-744 тиев самолечӗ Бишкек çывăхӗнчи дача участокӗсем çине персе аннă. Авари вырăнӗнче пурнан çуртсем те нумай пулнăран, авиакатастрофăран нумай çын хур курнă, çав шутра ачасем те. Правительство комиссийӗ пӗлтернӗ тăрăх, спасательсем ишӗлчӗксемпе ванчăксем айӗнче 31 çын виллне тупнă, вӗсенчен 4-шӗ экипаж членӗсем. Çак ир...