Элметре технопарк уçăлать
Тутарстанра юлашки вăхăтра ачасен профессилле вӗрентӗвне пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Çак тӗллевпе хуласемпе районсенче ачасен технопаркӗсене уçаççӗ. Çитес вăхăтра ун йышши объект Элметре те хута каймалла, «Кванториум» ача-пăча технопаркӗнче çитес вăхăтра строительство ӗçӗсем вӗçленмелле, пӗлтерет район пресс-служби. Юлнă ӗçсем шутӗнче - çурт тăррине ăшăтасси, вентиляци тăвасси, кирлӗ хатӗрсемпе тивӗçтересси. Республика ертӳçисен...
Тутарстанра юлашки вăхăтра ачасен профессилле вӗрентӗвне пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Çак тӗллевпе хуласемпе районсенче ачасен технопаркӗсене уçаççӗ. Çитес вăхăтра ун йышши объект Элметре те хута каймалла, «Кванториум» ача-пăча технопаркӗнче çитес вăхăтра строительство ӗçӗсем вӗçленмелле, пӗлтерет район пресс-служби. Юлнă ӗçсем шутӗнче - çурт тăррине ăшăтасси, вентиляци тăвасси, кирлӗ хатӗрсемпе тивӗçтересси. Республика ертӳçисен шучӗпе, çак объект шкул ачисене инновацисемпе çӗнӗ технологисемпе ытларах интересленме, хăйсене мӗн-тӗр шутласа кăларма хавхалантарӗ. Талантлă ачасене аталанма майсем туса панисӗр пуçне вăл ӗç специальноçӗсен сумне ӳстерме те пулăшать. Технопаркра ачасем тӗрлӗ профессипе паллашма пултараççӗ. Кунта инженер, конструктор, нефтяник, лаборант тата ытти те пулса пăхма пулать. Урăхла каласан, проект профориентаци енӗпе çав тери усăллă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев