News by date 18 December 2021
-
Чăнлă районӗнче чăвашла тухса тăнă хаçатра 30 çул ӗçленӗ Элшел хӗрӗ 65 çул тултарчӗ
Çак тӗлӗнмелле илемлӗ, ăшă чунлă хӗрарăм нумай çул «Чăнлă хыпарӗ» (Цильнинский вестник) район хаçатӗнче вăй хунă. Паян хисеплӗ ӗçтешӗмӗр тивӗçлӗ канура. Елена Кузьмина нумаях пулмасть 65 çул тултарчӗ. Сăпайлă, кăмăллă журналист-ветеранăн пурнăç çулӗ кулленхи ӗçпе, ӗмӗт-тӗллевпе тулли. Ялтан тухнă пӗр çулалли пин-пин тантăшӗнни пекех – мал курăмлă, ӗмӗтлӗ.
-
Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ Александр Семенов мăсăльмансен конференцине хутшăнчӗ
Декабрӗн 6-7-мӗшӗсенче Мускавра Атăлçи Пăлхар ислам тӗнне илни 1100 çул çитнине халалланă «Атăлçин ислам çулӗ тата араб тӗнчи. Шăпасен хӗресленӗвӗ» халăхсен хушшинчи конференци иртнӗ. Пӗрремӗш хут çак анлă мероприятие чăваш представителӗ хутшăнчӗ – Александр Никонович Семенов, Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ пулчӗ вăл. Çакăн пек сумлă та ятлă мероприятие чăваш халăхӗн историйӗпе çыхăннă ыйтусене çӗклени питӗ пӗлтерӗшлӗ.
-
«Сувар» çырăнма манмарăр-и? Çитес çул та нумай интересли кӗтет сире хаçатра
2022 çулăн 1-мӗш номерӗнченех эсир юратакан авторăн, пушкăрт çыравçин, «Ан пăрах, анне» кӗнеке авторӗн Айгиз Баймухаметовăн çӗнӗ повеçне пичетлеме пуçлатпăр.