News by date 19 January 2018
-
Саламлатпăр Татьяна Картюковăна!
Пирӗн тăванăмăр тата кума, Теччӗ районӗнчи Чăваш Чураппанӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ульяновскра пурăнакан Татьяна Николаевна КАРТЮКОВА (БАШМАКОВА) январӗн 23-мӗшӗнче 55 çул тултарать. Эпир ăна юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр. Вăрăм кун-çул, çутă телей, чирлемесӗр сывлăхпа пурăнма сунатпăр. Тайма пуç сана, тăванăмăр! Ульяновскра пурăнакан Раковсемпе Аверинсем.
-
Саламлатпăр Мария Башмаковăна!
Пирӗн юратнă аннемӗр, Теччӗ районӗнчи Чăваш Чураппан ялӗнче пурăнакан Мария Михайловна БАШМАКОВА январӗн 26-мӗшӗнче 80 çул тултарать. Колхозра ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă. Виçӗ ача çуратса ӳстернӗ. Анне, сана эпир чунтан юрататпăр, вăрăм кун-çул сунатпăр! 100 çула çитиччен пурăн, эсӗ пур чух пирӗншӗн кун çутă. Пурте сана хытă ыталаса чуптăватпăр. Икӗ...
-
Саламлатпăр Зоя Ивановăна!
Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Зоя Николаевна ИВАНОВА январӗн 7-мӗшӗнче 55 çулхи юбилейне паллă турӗ. Эпир ăна çак ятпа чун-чӗререн саламлатпăр, нумай-нумай çул пурăнма хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми телей сунатпăр. Питӳнтен савăнăç кулли ан кайтăр, ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр. Çу кунӗ пек ăшă пул, Кӗрхи кун пек пуян пул,...
-
Саламлатпăр Петр Ивановича!
Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Петр Иванович ИВАНОВА 60 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр. Юман пек çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, иксӗлми телей, тулли пурнăç, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват сунатпăр. Чи илемлӗ самахсем калатпăр, Чӗререн сана сума суса. Ырлăх-сывлăх, телей çеç сунатпăр, Пурăнса çитсем эс çӗр çула. Мăшăрӗ Рая,...
-
Садикшӗн тӳлесси хакланнă
Кăçалхи январӗн 1-мӗшӗнчен ачасене ача сачӗсене çӳретнӗшӗн ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗ 4 процента ӳснӗ. Çакă шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗсен тăкакӗсем ӳснипе, апат-çимӗç хакланнипе, ача сачӗсенче ӗçлекенсен ӗç укçи ӳснипе çыхăннă тесе ăнлантарать ТР Вӗрентӳпе наука министерстви. Тӳлев учреждени тӗсӗнчен те, ӗç режимӗнчен те, ача миçе çулта пулнинчен те килет-мӗн. Тӗслӗхрен, 10,5 сехетлӗ пӗтӗмӗшле...
-
«КАМАЗ-мастер» ертӳçи Путин командинче
РФ Президенчӗн суйлавӗнче Владимир Путинăн шаннă çыннисен йышне Тутарстан çыннисем те кӗнӗ. Январӗн 12-мӗшӗнче Раççей Тӗп суйлав комиссийӗ патшалăх ертӳçин суйлав вăхăтӗнчи шаннă çыннисен списокне регистрациленӗ. Çав списока 259 çын кӗнӗ. Тутарстанран çав йышра «КАМАЗ-мастер» командăн ертӳçи Владимир Чагин, ТР Обществăлла палата председателӗн çумӗ Тимур Халиков тата Елабугăри музей-заповедникăн генеральнăй...
-
Саламлатпăр сана, «Уяв»!
Пăва районӗнчи «Уяв» чăваш ансамблӗн пултарулăхне республика чăвашӗсем аван пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен ансамбль район, республика шайӗнчи пӗр мероприятирен те юлмасть. «Уяв» ансамбль пур çӗрте яланах уяв, мӗншӗн тесен шăпчăк саслă юрăçисем чăваш юррисене питӗ хитре шăрантарса кашни çыннăн кăмăлне çӗклеççӗ. Нумай пулмасть «Уяв» ансамблӗн статусӗ те улшăнчӗ, ăна «халăх ансамблӗ»...
-
Сӗт йӳнелме сăлтав пур-и?
Ял халăхӗ хӗлле сӗт сутса кăшт тупăш илме кăна пуçларӗ, сӗт пуçтаракансем хака чакарса та хучӗç. Раççейри 20 регионта лару-тăру çакнашкал иккен. Тутарстанра та акă, халăхран сӗте килограмне 5 тенке яхăн йӳнӗрех хакпа пуçтараççӗ. Çакăн çинчен çак кунсенче Атăлçи тăрăхӗнчи субъектсемпе иртнӗ видеоконференцире РФ ял хуçалăх министрӗн пӗрремӗш çумӗ Джамбулат...