Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Саламлатпăр сана, «Уяв»!

Пăва районӗнчи «Уяв» чăваш ансамблӗн пултарулăхне республика чăвашӗсем аван пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен ансамбль район, республика шайӗнчи пӗр мероприятирен те юлмасть. «Уяв» ансамбль пур çӗрте яланах уяв, мӗншӗн тесен шăпчăк саслă юрăçисем чăваш юррисене питӗ хитре шăрантарса кашни çыннăн кăмăлне çӗклеççӗ. Нумай пулмасть «Уяв» ансамблӗн статусӗ те улшăнчӗ, ăна «халăх ансамблӗ»...

Пăва районӗнчи «Уяв» чăваш ансамблӗн пултарулăхне республика чăвашӗсем аван пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен ансамбль район, республика шайӗнчи пӗр мероприятирен те юлмасть. «Уяв» ансамбль пур çӗрте яланах уяв, мӗншӗн тесен шăпчăк саслă юрăçисем чăваш юррисене питӗ хитре шăрантарса кашни çыннăн кăмăлне çӗклеççӗ. Нумай пулмасть «Уяв» ансамблӗн статусӗ те улшăнчӗ, ăна «халăх ансамблӗ» ят пачӗç. Пăва артисчӗсене çак ятпа районти Чăваш наципе культура центрӗпе пӗрле эпир те саламлатпăр. Малашне те пултарулăх анинче çитӗнӳсем тума, халăха юрă-кӗвӗпе савăнтарма вăй-хал тата ăнăçу сунатпăр, пултарулăх çăлкуçӗ сирӗн нихăçан та ан иксӗлтӗр. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев