News by date 19 March 2018
-
«Халăх шкулне» çырăнтару пуçланать
Вырăсла-чăвашла тухса тăракан «Халăх шкулӗ - Народная школа» вӗрентӳпе методика журналне 2018 çулăн иккӗмӗш çур çулӗ валли çырăнтару апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçланать. Ытти регионсене те сарас шутпа журнала «Раççей Почти» Раççей прессин электронлă каталогне кӗртнӗ. Çавăнпа кăçалтан ăна Раççейӗн мӗнпур регионӗнче тата ют çӗршывсенче те çырăнма май пур. Индексӗ - 78769....
-
Автохула И.Яковлевăн юбилейне хатӗрленет
Çырчалли чăвашӗсем И.Яковлевăн 170 çулхи юбилейне паллă тумасăр хăвармӗç. Кунти «Чӗкеç» тата ачасен «Путене» ансамблӗсем хальхи вăхăтра кунӗн-çӗрӗн тенӗ пек репетицире. Вӗсем патриархăн юбилейне халăхпа пӗрле паллă тăвасшăн, ятарлă концерт хатӗрлеççӗ. Концерта пурне те хапăл туса кӗтеççӗ. «Чӗкеçпе» «Путене» чăваш ансамблӗсен концерчӗ мартăн 24-мӗшӗнче Çырчаллинчи «Çăлкуç» Халăхсен Туслăх çуртӗнче (Çӗнӗ...
-
Экологи министрӗ часавай тума пулăшать
Тăван районӗнче пуçлăх пулса ӗçленӗ чухне тума тытăннă обьектсенчи ӗç мӗнлерех шунине Александр Шадриков, хальхи вăхăтра республикăн экологи тата çут çанталăк рессурсӗсен министрӗнче тăрăшать пулин те, тимлеме вăхăт тупать. Алешкин Саплăк ялӗнчи часавай тăррине хăпартнă çӗрте те курма тӳрӗ килчӗ ялăн кураторне. Кӗркунне тума тытăннă часава ясаплăксем çăва кӗриччен хута...
-
Саплăкри «Туслăх кӳлли»
-
Кунта Фишман алли перӗнмен
(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ).Пӗлтӗр кӗркунне çитеспе Çӗпрел районӗнчи Саплăкра тӗлӗнмелле улшăнусем пулса иртме пуçларӗç. Августăн 30-мӗшӗччен 4 кун юлсан Тутар Саплăкӗпе Алешкин Саплăк хушшинчи кӳлӗ çывăхӗнче хӗрӳ ӗç тытăнчӗ. Грузовиксем тăпра турттараççӗ, тракторсем çӗре тикӗслеççӗ. Нумай та кӗтмелле пулмарӗ - çыран хӗрринче эстрада туса хучӗç, юнашар çутă юписем ӳссе ларчӗç....
-
Тутарстан чăвашӗсем Паттайяра сасăланă
Тутарстан чăвашӗсем тӗп хуларан пин-пин çухрăмра та хăйсен гражданла тивӗçӗ çинчен манмаççӗ. Пӗкӗлме районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗшӗн Сергей Малышевшăн та акă Раççей Президенчӗн суйлавӗ кунхине çӗршывра пулманни суйлавран пăрăнмалли сăлтав пулман. Сергей Михайлович мартăн 18-мӗшӗнче Тайландри Паттайя хулинчи 8372-мӗш суйлав участокне килсе сасăланă. Аса илтеретпӗр, Паттайя хули Хусантан...
-
Хусанта чăваш хӗрӗсен волейбол команди йӗркеленет
Хисеплӗ туссем, волейболла выляма юрататăр-и? Апла-тăк, сире Хусанти чăваш çамрăкӗсем хапăл тăваççӗ. Кунта хальхи вăхăтра чăваш хӗрӗсен «Аталан» волейбол командине йӗркелеççӗ. Вăйă сезонӗ пуçланма вăхăт нумай юлмарӗ, тренировкăсем пыраççӗ те ӗнтӗ. Кая ан юлăр, юлташсем! Ыйтса пӗлмелли телефон: 89377776416
-
Тутарстанра Путиншăн 80 ытла процент
ТР Суйлав тӗп комиссийӗн председателӗ М.Шагиахметов ТР Обществăлла палатин информаципе эксперт центрӗнче пӗлтернӗ тăрăх, паян ирхине 8 сехет тӗлне республикăн суйлав участокӗсен протоколӗсене 100 проценчӗпех шута илнӗ. Пӗтӗмлетӳсем çапларах: В.Путиншăн - 82,09, П.Грудининшăн - 9,06, В. Жириновскишӗн 3,01 процент сасăланă. М.Сурайкин - 1,68. К.Собчак - 1,33, Г.Явлинский - 0,87, Б.Титов...
-
Э.Памфилова: «Тутарстанра суйлав тивӗçлӗ шайра иртрӗ»
Çапла пӗлтернӗ Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Э.Памфилова суйлавăн пирвайхи пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлтерес умӗн. «Пирвайхи информаци тăрăх, суйлав пирӗн лайăх иртрӗ», - тенӗ вăл видеоконференци мелӗпе иртнӗ ларура .