Çырчалли (Набережные Челны)
Автохула И.Яковлевăн юбилейне хатӗрленет
Çырчалли чăвашӗсем И.Яковлевăн 170 çулхи юбилейне паллă тумасăр хăвармӗç. Кунти «Чӗкеç» тата ачасен «Путене» ансамблӗсем хальхи вăхăтра кунӗн-çӗрӗн тенӗ пек репетицире. Вӗсем патриархăн юбилейне халăхпа пӗрле паллă тăвасшăн, ятарлă концерт хатӗрлеççӗ.
Концерта пурне те хапăл туса кӗтеççӗ. «Чӗкеçпе» «Путене» чăваш ансамблӗсен концерчӗ мартăн 24-мӗшӗнче Çырчаллинчи «Çăлкуç» Халăхсен Туслăх çуртӗнче (Çӗнӗ...
Çырчалли чăвашӗсем И.Яковлевăн 170 çулхи юбилейне паллă тумасăр хăвармӗç. Кунти «Чӗкеç» тата ачасен «Путене» ансамблӗсем хальхи вăхăтра кунӗн-çӗрӗн тенӗ пек репетицире. Вӗсем патриархăн юбилейне халăхпа пӗрле паллă тăвасшăн, ятарлă концерт хатӗрлеççӗ.
Концерта пурне те хапăл туса кӗтеççӗ. «Чӗкеçпе» «Путене» чăваш ансамблӗсен концерчӗ мартăн 24-мӗшӗнче Çырчаллинчи «Çăлкуç» Халăхсен Туслăх çуртӗнче (Çӗнӗ хула, 32/24-мӗш çурт) пулать. Кăнтăрла 13 сехетре пуçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса
Нет комментариев