News by date 19 June 2022
-
Элшелӗнче кăçал çӗнӗ ача сачӗ уçăлать
Пăва районӗнчи Элшел ял хутлăхӗнче юлашки çулсенче строительство ӗçӗсем вӗçленмен тесен те юрать. Икӗ хутлă çӗнӗ шкул, ФАП, администраци çурчӗсем яла илем кӳрсе лараççӗ, вӗсем уçăлнăранпа вăхăт нумай та иртмен-ха. Хальхи вăхăтра каллех строительство ӗçӗсем пыраççӗ, кӗç-вӗç кунта ача сачӗн çӗнӗ çурчӗ ӳссе лармалла. Ăна сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗлкӗртсе уçма хатӗрленеççӗ.
-
Чăваш Чакăлтăмӗнчи «Пилеш» ансамбле çӳрекенсем хăйсемех кӗпе çӗлесе тӗрлеççӗ
Ӗлӗк тум паспорт вырăнӗнче пулнă, кӗпе-саппунăн аркисемпе пӗрӗмӗсем, пусми-таварӗн тӗсӗ çине пăхса çын хăш ялтан пулнине пӗлнӗ.
-
Афганистана лексен туслашрăмăр та паян кун та çывăх юлташсем эпир
Аттесен йăли-йӗркине эпир те манмастпăр. Эпир, ак, виççӗн Афганистанра 201-мӗш дивизире службăра тăтăмăр. Иван Лазаревич Дулатовпа Фаннур Рашидович Гатауллин Элкел районӗнчен, эпӗ, Расих Нигматзянович Залялов, Пăва районӗнчен. 1981 çулта салтакра паллашрăмăр та паянхи кунччен туслă. Эпир Фаннурпа автомобиль батальонӗнчеччӗ, Иван вара танк батальонӗнче. Вӗсем пирӗн автоколоннăсене тăшман тапăнасран хӳтӗлетчӗç. Тӗрли пулнă... Иван Дулатов чăваш, эпир Фаннурпа тутарсем. Тӗрлӗ халăх çынни пулни пире пӗрре те чăрмантармасть туслă пулма. Кирлӗ пулсан эпир халӗ те, аттесем пек, пӗр-пӗрне хӳтӗлеме хатӗр.