Афганистана лексен туслашрăмăр та паян кун та çывăх юлташсем эпир
Аттесен йăли-йӗркине эпир те манмастпăр. Эпир, ак, виççӗн Афганистанра 201-мӗш дивизире службăра тăтăмăр. Иван Лазаревич Дулатовпа Фаннур Рашидович Гатауллин Элкел районӗнчен, эпӗ, Расих Нигматзянович Залялов, Пăва районӗнчен. 1981 çулта салтакра паллашрăмăр та паянхи кунччен туслă. Эпир Фаннурпа автомобиль батальонӗнчеччӗ, Иван вара танк батальонӗнче. Вӗсем пирӗн автоколоннăсене тăшман тапăнасран хӳтӗлетчӗç. Тӗрли пулнă... Иван Дулатов чăваш, эпир Фаннурпа тутарсем. Тӗрлӗ халăх çынни пулни пире пӗрре те чăрмантармасть туслă пулма. Кирлӗ пулсан эпир халӗ те, аттесем пек, пӗр-пӗрне хӳтӗлеме хатӗр.
1943 çулта Псков облаçӗнчи Чернушки ялне тăшмансенчен ирӗке кăларнă вăхăтра Александр Матросов тӗлӗнмелле паттăрлăх кăтартнă – фашистсем пулеметран перекен дзота хăйӗн кăкăрӗпе хупланă. Патронсемпе гранатăсем пӗтсе çитсен вăл çак утăма тӗплӗн шухăшласах тунă – тăшманăн чарăнмасăр перекен пулеметне хăйӗн кӗлеткипе хупласа юлташӗсене атакăна çӗкленме май туса панă. 1943 çулхи июнӗн 19-мӗшӗнче çак паттăрлăхшăн ăна вилнӗ хыççăн Совет Союзӗн Геройӗн ятне панă.
Халь пӗлетпӗр, Иккӗмӗш тӗнче вăрçи вăхăтӗнче 438 çын çакăн пек паттăрлăх кăтартнă. Вӗсен хушшинче икӗ хӗрарăм та пур: партизан отрячӗн разведчикӗ Римма Шершнева тата медицина службин кӗçӗн лейтенанчӗ Нина Бобылева. Паттăрсен хушшинче çул çитмен ачасем те пур. Тӗслӗхрен, партизан отрячӗн сирпӗтӳçӗ-диверсанчӗ Миша Белуш тата 252-мӗш мотострелоксен дивизийӗн разведчикӗ Толя Комар.
Вăрçă çулӗсенчи архивпа паллашнă хыççăн çакна пӗлтӗм: А.Матросовран маларах 65 çын çакăн пек паттăрлăх кăтартнă пулнă ӗнтӗ. Вӗсенчен чи пӗрремӗш Александр Панкратов политрук-танкист. Ун пирки 1941 çулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнче «Правда» хаçат çырнă.
Ентеш-матросовецсем
Пирӗн ентешсен хушшинче те А.Матросов пек паттăрлăх кăтартнисем пур. Паянхи кун тӗлне 25 çын паллă. Çав шутран 5-шӗ – офицер. Тăваттăшӗ вырăс, пӗри чăваш, çирӗмӗшӗ тутар. Хăш чух салтаксем пӗчченшерӗн мар, темиçен харăс пулемет çулăмне хупланă. Ак, тӗслӗхрен, 1944 çулхи июнӗн 23-мӗшӗнче Витебск облаçӗнчи Остров Юрьев ялӗшӗн пынă çапăçура Бари Шавалиев кӗçӗн сержантпа Иван Ильченко лейтенант хăйсен кӗлеткипе амбразурăна хупланă. Бари Шавалиев Рыбно-Слободски районӗнчи Анат Тимерлек ялӗнчен.
1944 çулхи мартăн 1-мӗшӗнче Филипп Мазилин взвод командирӗпе Николай Жуйковпа пӗрле Белоруссири Мормаль ялӗ çывăхӗнче çавăн пек паттăрлăх кăтартнă. Филипп Мазилин Аксу районӗнчен.
1943 çулхи октябрӗн 5-мӗшӗнче Арсений Карташов сержантпа Карим Исхаков Днепр çывăхӗнче иккӗшӗ пӗрле тăшман пулемечӗн çулăмне путлантарнă. Арсений Карташов чăваш, Пăва районӗнчи Элшел ялӗнчен. Карим Исхаков тутар, Арск районӗнчи Шушмабаш ялӗнчен. 69-мӗш мотострелоксен дивизийӗн 208-мӗш полкӗнче пӗрле тăнă икӗ ентешӗмӗр Тăван çӗршыва хӳтӗлесе пӗрле пуç хунă.
Аттесен йăлине манмастпăр
Çарта тупнă юлташсем ӗмӗрлӗхе тус пулса юлнă тӗслӗхсем сахал мар. Манăн атте 1939 çулта Пăва районӗнчи Мещеряки ялӗнчен Хӗрлӗ çара хӗсмете кайнă. Водительсене хатӗрлекен вӗренӳ подразделенине пӗтерсен автомобиль батальонӗнче хӗсметре тăнă. Шăп çавăнта тӗл пулнă та вăл хăйӗн ентешне Николай Васильевич Петрова. Çичӗ çул пӗр чаçре тăнă вӗсем, 1946 çулта кăна килӗсене таврăннă. Таврăнсан та вӗсем пӗртăвансем пек час-час пӗр-пӗринпе тӗл пулнă, пӗр-пӗрне пулăшнă. Атте мана салтак пурнăçӗ пирки нумай каласа паратчӗ. Юлашки çулсенче аттене юлташӗ патне хам машинăпа лартса кайса килеттӗм. 95-рискерсене тӗл пулсан çамрăк чухнехи пек вăй кӗретчӗ, кулатчӗç, шӳтлетчӗç вӗсем, иртнине аса илетчӗç... Николай Васильевич манăн аттерен икӗ çул маларах вилчӗ. Атте питӗ хытă хуйхăрчӗ юлташӗ вилсен. Хăй 98 çула çитсе çӗре кӗчӗ.
Аттесен йăли-йӗркине эпир те манмастпăр. Эпир, ак, виççӗн Афганистанра 201-мӗш дивизире службăра тăтăмăр. Иван Лазаревич Дулатовпа Фаннур Рашидович Гатауллин Элкел районӗнчен, эпӗ, Расих Нигматзянович Залялов, Пăва районӗнчен. 1981 çулта салтакра паллашрăмăр та паянхи кунччен туслă. Эпир Фаннурпа автомобиль батальонӗнчеччӗ, Иван вара танк батальонӗнче. Вӗсем пирӗн автоколоннăсене тăшман тапăнасран хӳтӗлетчӗç. Тӗрли пулнă... Иван Дулатов чăваш, эпир Фаннурпа тутарсем. Тӗрлӗ халăх çынни пулни пире пӗрре те чăрмантармасть туслă пулма. Кирлӗ пулсан эпир халӗ те, аттесем пек, пӗр-пӗрне хӳтӗлеме хатӗр.
Расих ЗАЛЯЛОВ,
Афган вăрçин ветеранӗ.
Хусан.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев