News by tag - Афган
-
Летчик-ентешӗмӗр хăй те пирӗн хушăра пулнă пекех туйăнчӗ
Апрелӗн 12-мӗшӗнче, Космонавтикăпа авиаци кунӗнче, районти Тӗрлӗ çапăçусен ветеранӗсен союзӗн пайташӗсем Виктор Петухов председатель ертсе пынипе Матакри С.А.Уганин ячӗллӗ вăтам шкулта пуçтарăнчӗç. Тӗллев – хамăрăн ентеше, Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗн кавалерне, авиаципе космонавтика майорне, Афган вăрçине хутшăннă Николай Романова асăнассиччӗ.
-
Алексей Сороколетов паттăрлăхшăн Хӗрлӗ Çăлтăр орденне тивӗçнӗ
Алексей Сороколетов капитан Афганистана 1981 çулхи çуркунне лекнӗ. Кабулти салтаксене вăхăтлăх тытакан пунктра ăна десант штурм бригадине кайма хушу параççӗ. Унта вара çулăн кăткăс участокне сыхлакан подразделенин командирӗ пулма çирӗплетнӗ.
-
Афган вăрçин теми Анатолий Хмытăн пултарулăхӗнче тӗп вырăн йышăнать
Анатолий Дмитриевич Ефимов (Хмыт) – Афганистан вăрçин ветеранӗ, писатель-баталист, поэт тата драматург. 1964 çулхи нарăсăн 2-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Таркăн ялӗнче çуралнă.
-
Иван Дулатов хӗсметре Афганистанра пулнă
Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнайӗнче 1961 çулта çуралнă Иван Дулатова 1980 çулхи июнӗн 15-мӗшӗнче Совет çарне илнӗ. Июльтен пуçласа ноябрьччен вăл Туркмен ССрӗнчи Теджен хулинче вăтам танкăн механик-водителӗ пулма вӗреннӗ. Çав çулах декабрь уйăхӗнче Ивана малаллахи служба иртме Афганистана янă.
-
Афганистана лексен туслашрăмăр та паян кун та çывăх юлташсем эпир
Аттесен йăли-йӗркине эпир те манмастпăр. Эпир, ак, виççӗн Афганистанра 201-мӗш дивизире службăра тăтăмăр. Иван Лазаревич Дулатовпа Фаннур Рашидович Гатауллин Элкел районӗнчен, эпӗ, Расих Нигматзянович Залялов, Пăва районӗнчен. 1981 çулта салтакра паллашрăмăр та паянхи кунччен туслă. Эпир Фаннурпа автомобиль батальонӗнчеччӗ, Иван вара танк батальонӗнче. Вӗсем пирӗн автоколоннăсене тăшман тапăнасран хӳтӗлетчӗç. Тӗрли пулнă... Иван Дулатов чăваш, эпир Фаннурпа тутарсем. Тӗрлӗ халăх çынни пулни пире пӗрре те чăрмантармасть туслă пулма. Кирлӗ пулсан эпир халӗ те, аттесем пек, пӗр-пӗрне хӳтӗлеме хатӗр.