Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Афган вăрçин теми Анатолий Хмытăн пултарулăхӗнче тӗп вырăн йышăнать

Анатолий Дмитриевич Ефимов (Хмыт) – Афганистан вăрçин ветеранӗ, писатель-баталист, поэт тата драматург. 1964 çулхи нарăсăн 2-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Таркăн ялӗнче çуралнă.

Шкул пӗтерсен тăван колхозра ӗçленӗ, Совет çарӗнче хӗсметре тăнă. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультетне пӗтернӗ. Диплом илнӗ хыççăн икӗ çул Чăваш телевиденийӗнче ача-пăча передачисен редакторӗ пулнă. Шупашкарти 18-мӗш вăтам шкулта учитель, директор çумӗ пулса ӗçленӗ. Халӗ те çав шкултах чăваш чӗлхипе литературине вӗрентет.

Анатолий Хмыт (Ефимов) – çыравçă, учитель. Чылай вулакана унăн кӗске те хăйне евӗрлӗ хушма ят пӗлтерӗшӗ кăсăклантарать. Анатолий Дмитриевичăн псевдонимӗ аббревиатура иккен: вăл «Хура Мӗтри ывăлӗ Толя» сăмахсен пӗрремӗш сас паллийӗсенчен йӗркеленнӗ.

«Ача чухне Муса Джалилӗн «Моабит тетрадӗнчи» сăвăсене каçса кайса вулаттăм, поэтăн биографийӗпе интересленсе кайрăм. Тем вăхăтран икӗ сăвă шăрçаларăм. Çак самантран çырма пуçланă, писатель пулас килнӗ. 96 страницăллă икӗ тетрадь сăвăпа тулличчӗ. Шел, кăларса пăрахнă вӗсене. Халӗ ытларах прозăпа ӗçлетӗп, поэзи вăл – юрату, çамрăклăх», – тет çыравçă.

А.Д. Хмыт çар хӗсметне 1982–1984 çулсенче Афганистанра ирттернӗ, çапăçусене пӗрре мар хутшăннă. Çавăнпах ӗнтӗ Афганистан вăрçин теми унăн пултарулăхӗнче тӗп вырăн йышăнать.

Прозаикăн пӗрремӗш калавӗ – «Рафик» – 1999 çулта пичетленнӗ. Паллăрах кӗнекисем: «Вилӗмсӗр кăйкăр юрри» (2001), «Ан тăк куççуль, аннеçӗм» (2003), «Сар Иван» (2004, 2006), «Леш тӗнчерен...» роман-дилоги (1-мӗш кӗнеки – «Таркăнсем», 2-мӗш кӗнеки – «Тамăк витӗр», 2011). Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Тӗлленмен тӗлӗк» повеçсемпе калавсен пуххийӗ кун çути курчӗ. Анатолий Хмытăн «Сарă чечек – уйрăлу палли» калавӗ 9-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Тăван литература» вӗренӳпе вулав кӗнекине кӗнӗ. Анчахрах пичетленнӗ «Вутчуль» сборникра «Çутă кантăкри сăнар» хайлавне тупса вулама пулать.

«Тӗлленмен тӗлӗк» «Литературăллă Чăваш ен: 2020 – 2021 çулсенче тухнă чи нумай вуланакан кенеке» конкурсра çӗнтерӳçӗ дипломне тивӗçнӗ. Ентешӗмӗрӗн «Сутăн илнӗ чыс» психологиллӗ драмине К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш академи драма театрӗнче, «Çерем çинчи çиçӗм» трагикомедине Çамрăксен театрӗнче лартнă. Çак пьесăсемшӗн ăна А.Талвир ячӗллӗ литература премине панă.

А.Хмыт – ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ, ЧР тава тивӗçлӗ учителӗ.   

А.Хмытăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Афган