Летчик-ентешӗмӗр хăй те пирӗн хушăра пулнă пекех туйăнчӗ
Апрелӗн 12-мӗшӗнче, Космонавтикăпа авиаци кунӗнче, районти Тӗрлӗ çапăçусен ветеранӗсен союзӗн пайташӗсем Виктор Петухов председатель ертсе пынипе Матакри С.А.Уганин ячӗллӗ вăтам шкулта пуçтарăнчӗç. Тӗллев – хамăрăн ентеше, Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗн кавалерне, авиаципе космонавтика майорне, Афган вăрçине хутшăннă Николай Романова асăнассиччӗ.
Малтан хăнасене вӗренекенсем шкулти çар мухтавӗн музейӗпе паллаштарчӗç, тӗплӗн каласа пачӗç. Районти чи лайăх музейсенчен пӗринче пулса курнă, ачасемпе шкул администрацине кăмăллă экскурсишӗн чӗререн тав тунă хыççăн хăнасем акт залӗнче пуçтарăнчӗç. Кунта ачасем Космонавтика кунне тата хамăр ентеше, çар летчикне Николай Романова халалласа чуна тивмелле литмонтаж хатӗрленӗ. Шкул ачисем ку мероприятие питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ, ахальтен мар ӗнтӗ паттăр ентешӗмӗр хăй те пирӗн хушăра ларнă пекех туйăнчӗ – тӗлӗнсе каймалла!
Николай Александрович Романов 1952 çулхи мартăн 12-мӗшӗнче Матак ялӗнче çуралнă. Кунтах ӳссе çитӗннӗ. Ялти вăтам шкулăн пирвайхи кăларăмӗнче пулнă вăл шăпах, мӗншӗн тесен 1966 çулччен Матакра 8 çул вӗренмелли шкул пулнă. Спортпа, уйрăмах йӗлтӗрпе, туслă пулнă Николай вӗренӳре те аван ӗлкӗрсе пынă, 1968 çулта шкула вăл ăнăçлă вӗренсе пӗтернӗ. ДОСААФăн Ульяновскри вӗçев шкулне пӗтерсен 1969 çулта Кировобадри летчик-истребительсене хатӗрлекен çар училищине вӗренме кӗнӗ, ăна питӗ аван паллăсемпе пӗтернӗ.
Николай Романов лейтенантăн хӗсмет çулӗ Узбекистанри Чирчик хулинче пуçланнă. Икӗ çултан Мускаври аслă çар училищин итлекенӗ пулнă, 1979 çулта космонавтсен отрядне илеççӗ ăна.
1980-1981 çулсенче Романов майор разведка пуçлăхӗ пулса Афганистанри çапăçусене хутшăннă. 1981 çулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче çар заданине пурнăçланă чух пуç хунă. Вилнӗ хыççăн ăна Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗпе наградăланă. Николай Александровича тăван ялăн масарӗнче пытарнă.
Николай Романовăн ывăлӗ Андрей те çар çынни. Вăл Ульяновскри Суворов, аслă çар техника училищисене пӗтернӗ. Улан-Удэре хӗсметре тăнă чух взвод, рота командирӗсем пулнă, Читара çунтармалли-сӗрмелли материалсен базин пуçлăхӗн çумӗнче тăрăшнă. 2011 çулта майор званипе отставкăна кайнă.
Хăнасен умӗнче шкул директорӗ Марина Ивановна Ермолаева сăмах каларӗ. Вăл ку мероприяти çамрăк ăрушăн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ, ветерансене тав турӗ. Тӗрлӗ çапăçусен ветеранӗсен союзӗн председателӗ Виктор Петухов Матак шкулӗн вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсене ăшшăн йышăннăшăн, паттăр ентешне асра тытнăшăн тав турӗ. Тăван çӗршыва хӳтӗлекен кашни паттăра – пысăк наградăна тивӗçнӗ-и вăл, çук-и – пирӗн асра тытмаллине, ăруран ăрăва вӗсем пирки каласа памаллине астутарчӗ. Унтан Виктор Петрович пухăннисене килнӗ хăнасемпе паллаштарчӗ. Вӗсен хушшинче Афган вăрçин ветеранӗсем Радык Асадуллин, Николай Быков, Василий Денисов, Ирек Яфизов, çар летчикӗсем Юрий Петухов тата Ильдус Раимов пулчӗç. Ачасем вӗсене хыттăн алă çупса саламларӗç.
Мероприятие çавăн пекех Матак ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Владимир Шумилов, Николай Романовпа пӗр класра вӗреннӗ Владимир Шушков хутшăнчӗç. Педагогика ӗçӗн ветеранӗ Виталий Мердеев пухăннисене ялти офицерсем пирки мӗнлерех майпа информаци пухма пуçлани, Николай Романов пирки тӗплӗн каласа пачӗ.
Унтан мероприятие хутшăнакансем Николай Романов çуралса ӳснӗ, пурăннă çурт патне кайса унăн стени çине асăну хăми вырнаçтарчӗç. «Ку çуртра Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗн кавалерӗ, космонавтика отрячӗн авиаци майорӗ Николай Александрович Романов пурăннă. Афганистанра пуç хунă. 12.03.1951 – 15.12.1981», – тесе çырнă. Асăну хăмине уçас сумлă миссие икӗ офицер ашшӗне Виталий Мердеева шанчӗç. Вара масар çине çитсе Николай Романовăн вилтăпри çине чечек хучӗç. Шел, паттăр ентешӗмӗрӗн тăванӗсем килеймерӗç ку мероприятие...
Çак мероприятие йӗркеленӗшӗн Тӗрлӗ çапăçусен ветеранӗсен союзӗн ертӳçине Виктор Петухова, мероприятие хутшăннă воин-интернационалистсене, çар летчикӗсене, вӗрентекенсемпе шкул ачисене тав тăвас килет. Аслă ăруран тӗслӗх илсе ачасемпе çамрăксем малашне те çакнашкал патриотла мероприятисем ирттерессе шанатпăр.
Виталий МЕРДЕЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев