News by tag - дружба народов
-
Афганистана лексен туслашрăмăр та паян кун та çывăх юлташсем эпир
Аттесен йăли-йӗркине эпир те манмастпăр. Эпир, ак, виççӗн Афганистанра 201-мӗш дивизире службăра тăтăмăр. Иван Лазаревич Дулатовпа Фаннур Рашидович Гатауллин Элкел районӗнчен, эпӗ, Расих Нигматзянович Залялов, Пăва районӗнчен. 1981 çулта салтакра паллашрăмăр та паянхи кунччен туслă. Эпир Фаннурпа автомобиль батальонӗнчеччӗ, Иван вара танк батальонӗнче. Вӗсем пирӗн автоколоннăсене тăшман тапăнасран хӳтӗлетчӗç. Тӗрли пулнă... Иван Дулатов чăваш, эпир Фаннурпа тутарсем. Тӗрлӗ халăх çынни пулни пире пӗрре те чăрмантармасть туслă пулма. Кирлӗ пулсан эпир халӗ те, аттесем пек, пӗр-пӗрне хӳтӗлеме хатӗр.
-
Айгиз БАЙМУХАМЕТОВ: «ЧИ ХĂРУШШИНЕ ПОВЕÇРЕ ÇЫРМАРĂМ»
Мана виçӗ хутчен усрава илес терӗç. Пирвай шкулта вӗреннӗ чухнех. Çуллахи кану лагерӗнче каннă вăхăтра унти медсестра мана килӗштернӗччӗ. Эпӗ кайма та хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ. Анчах та вăл мана пӗччене кăна илесшӗн пулнă иккен. Аппа пире уйăрассине хирӗç пулчӗ. Çавăнпа манăн та усрав çемьене каяс шухăшпа сывпуллашма тиврӗ. Иккӗмӗш хут 11-мӗш класра вӗреннӗ чух илесшӗнччӗ. Виççӗмӗш хутӗнче эпӗ çитӗнсе çитнӗ çынччӗ ӗнтӗ, манăн эсир вуланă кӗнеке те тухнăччӗ. Пӗр хӗрарăм мана телевизорпа курнă. Унăн та манпа пӗр çулхи пӗртен-пӗр ывăлӗ пулнă иккен, анчах та аварие лексе вилнӗ. Вăл мана телевидени урлă шыраса тупрӗ, хăйӗн ывăлӗ пулма ыйтрӗ. Пӗтӗм пурлăха сана хăваратăп терӗ. Эп ун чух ӗçлеттӗмччӗ ӗнтӗ, пушă вăхăт çукпа пӗрехчӗ. Кӗскен калас-тăк, пултараймарăм çак сӗнӗве йышăнма. Сăмах май, эпӗ кун пирки «Юмахсăр ачалăх» кӗнекере çырнă.