Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тăнăçлăхпа килӗшӳ – чи кирли

Пăвара наци пӗрлешӗвӗсен ларăвӗ иртрӗ


 Июлӗн 31-мӗшӗнче Пӑвари Туслӑх Çуртӗнче районти тӗрлӗ наци пӗрлешӗвӗсен пӗрлехи ларӑвӗ иртрӗ. Унта Хусантан Туслӑх Çурчӗн, ТР Халăхсен ассамблейин представителӗсем килнӗччӗ. Пӑва тӑрӑхӗнчен тӗрлӗ нацисен лидерӗсем хутшăнчӗç.
 
Малтан ТР Халăхсен ассамблейин Пӑва районӗнчи представительствин ертӳçи Мударис Идрисович Гайфуллин иртнӗ çул тунă ӗçсем пирки каласа пачӗ. Районти Чӑваш наципе культура автономийӗн ӗçӗсем пуринчен  те ытларах палӑрса тӑраççӗ, пирӗн ӗçсене ӑшшӑн йышӑнса тав сӑмахӗсем каларӗç.
Ларӑвӑн тӗп ыйтӑвӗ çапла пулчӗ: Раççейри тата Тутарстанри тӗрлӗ халӑхсемпе туслӑ пурӑнасси, ушкӑнсемпе килӗштерсе пӗр ӗç пурнӑçласси, халӑхсен хушшинчи тӑнӑçлӑхпа килӗшӗве упрасси. 
Ассамблейăри пӗрлӗхсене çамрӑксене ытларах явӑçтарасси, вӗсенчен ертӳçӗсем суйласа лартасси пирки те калаçрăмăр. Кунашкал ларусене тăтăш ирттерме калаçса татăлтăмăр.
 
Анна НИКОНОРОВА,
ТР Халăхсен ассамблейин Пӑвари 
представительство ертӳçин пулӑшаканӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дружба народов