Тутарстанри ЧНКА Конференцийӗ вырăнне Канаш членӗсен ларăвӗ иртрӗ
Мартăн 5-мӗшӗнче Хусанта «Чăваш пики» финалӗ умӗн иртнӗ ТР ЧНКА Канашӗн ларăвӗнче пайташсем автономин черетсӗр отчетпа суйлав Конференцине апрелӗн 24-мӗшӗнче ирттерме йышăнчӗç. Çакăн хыççăн ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Морозов «Сувар» хаçатра Конференци Аксу поселокӗнче, 12.00 сехетре иртесси çинчен пӗлтерӳ пачӗ, районсен квотисене палăртрӗ. Çавăнпа та Аксăва...