Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хыпарсем

Рустам Минниханов тутарстансене Тăван чӗлхе кунӗпе саламланă

Республика Президенчӗ Рустам Минниханов паян çынсене Тăван чӗлхе кунӗпе саламланă. «Тутарстанăн кăна мар, нумай нациллӗ Раççейӗн тата пӗтӗм тӗрӗк тӗнчин культура пурнăçӗнчи паллă пулăмпа - паллă тутар поэчӗ Габдулла тукай çуралнăранпа 130 çул çитнӗ ятпа чӗререн саламлатăп. Сахал пурăнсан та пултарулăх анинче нумай тума ӗлкӗрнӗ çын пирӗн халăх чунӗнче те...

Республика Президенчӗ Рустам Минниханов паян çынсене Тăван чӗлхе кунӗпе саламланă. «Тутарстанăн кăна мар, нумай нациллӗ Раççейӗн тата пӗтӗм тӗрӗк тӗнчин культура пурнăçӗнчи паллă пулăмпа - паллă тутар поэчӗ Габдулла тукай çуралнăранпа 130 çул çитнӗ ятпа чӗререн саламлатăп. Сахал пурăнсан та пултарулăх анинче нумай тума ӗлкӗрнӗ çын пирӗн халăх чунӗнче те тарăн йӗр хăварнă. Ентершсем тӗнчен пур кӗтесӗнче те ун çинчен «пирӗн Тукай» теççӗ, хăйсен ӗçӗсене вӗсем аслă поэт тата гражданин сăнарӗпе виçеççӗ. Тукай поэзийӗн шедеврӗсем нумай ăру воспитанийӗнче пысăк вырăн йышăнаççӗ, унăн «Тăван чӗлхе» сăвви халӗ те пирӗн халăх гимнӗ шутланать. Çавăнпа та Тукай çуралнă кунӗнче - апрелӗн 26-мӗшӗнче - Тутарстанра Тăван чӗлхе кунне анлăн паллă тăваççӗ...» - тенӗ салам сăмахӗсенче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев