Çӗпрел районӗ Акатуя йыхравлать
Июнӗн 5-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче йăлана кӗнӗ чăваш халăх уявӗ «Акатуй» иртет. Уяв 11.00 сехетре уçăлать. Кăнтăрла 12 сехетре спорт ăмăртăвӗсем пуçланаççӗ: чăваш халăх кӗрешӗвӗ, ут чупăвӗ, футбол, волейбол, велосипедсемпе,мотоблоксемпе ăмăртни, кире пукан йăтни, юпа çине хăпарни тата ытти те. Унсăр пуçне çынсем хăйсем тӗллӗн ăсталанă техника парачӗ...