Тутарстанри чăвашсен хаçачӗн Кубокӗшӗн мини-футболистсем кӗрешрӗç
ТӖРЕВ КИРЛӖЧЧӖ
Командăсене хăшне ял канашӗн пуçлăхӗ, хăшне ашшӗсем лартса килнӗ турнира. Вӗсен хушшинче физруксем сахал пулни кăмăла хăварчӗ. Хăш-пӗр ялăн çамрăк спортсменӗсене футбол площадкинче вăйă вăхăтӗнче тӗрев çитменни сисӗнетчӗ. Физкультурник-педагогсем, ан манăр, вӗсем эсир пурăнакан ялăн, ӗçлекен шкулăн чысне хӳтӗлеççӗ. Каникулсем пулсан та çак çур кунлăх ӗç валли ерçӳ...