Андрей Мягков артист Тăхăрьял мăнукӗ
«С легким паромри!» Женя Лукашина, «Служебный романри» Анатолий Новосельцева вылякан Раççей халăх артисчӗ Андрей Мягков актер та хамăрăн, унăн тымарӗсем Тутарстанри Тăхăрьял тăрăхӗнчен! Пăва районӗнчи Раккассинче пурăнакан Е.Долгова аса илнӗ тăрăх, Пӳркелӗнчи Хăята çамрăксем тавра ялтан пуçтарăннă. Çав вăйăсене халӗ пурте пӗлекен, хӗрӗх ытла илемлӗ фильмра ӳкерӗннӗ Андрей Мягков артист...