Осинăври стажировка
Хусанти (Атăлçи) федераллă университет çумӗнчи Вӗрентӳ ӗçченӗсен квалификацине ӳстерекен центрăн республикăри тăван чӗлхе учителӗсен курсӗсен итлекенӗсем ноябрӗн 17-мӗшӗнче Ешӗлвар районӗнчи Осиново поселокӗнчи В.В.Карпов ячӗллӗ лицейра стажировкăра пулчӗç. Мероприяти «Учителӗн аттестаци шайӗнчи пултарулăх отчечӗ - професси компетентлăхне ӳстерессипе творчество ӳсӗмне хавхалантарассин уйрăм форми» темăпа иртрӗ. Мероприятие Элмет, Çарăмсан, Нурлат, Элкел, Çӗнӗ...