Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Рункăсем туй силлерӗç

Пăва районӗнчи Рункă ялӗнче «Кӗр сăри» уявӗ иртрӗ. Унччен малтан вырăнти ЧНКЦ Канашӗн ларăвӗ пулчӗ. «Кӗр сăрине» рункăсем тахçанах хатӗрленнӗ. Çак уява вырăнти сцена ăстисем тата районти «Уяв» ансамбль чăваш туйӗ туса кăтартса пачӗç. Курма килекенсем питӗ интереслӗ юрă-ташăллă программа курма пултарчӗç. Вӗсем нар пек хитре «хӗрӗ», кӗреш юман пек...

Пăва районӗнчи Рункă ялӗнче «Кӗр сăри» уявӗ иртрӗ. Унччен малтан вырăнти ЧНКЦ Канашӗн ларăвӗ пулчӗ. «Кӗр сăрине» рункăсем тахçанах хатӗрленнӗ. Çак уява вырăнти сцена ăстисем тата районти «Уяв» ансамбль чăваш туйӗ туса кăтартса пачӗç. Курма килекенсем питӗ интереслӗ юрă-ташăллă программа курма пултарчӗç. Вӗсем нар пек хитре «хӗрӗ», кӗреш юман пек «каччи» çине ытараймасăр пăхса ларчӗç. Артистсем туй такмакӗсем каласа тăпăртатса ташлама тытăнсан зал алă çупса хавхалантарчӗ. Мӗнле пуян иккен чăваш туйӗ: хӗр йӗрри, хăна юрри, саккăрла! Мешехе вӗçленсен Пăва районӗнчи чăваш наципе культура центрӗн Председателӗ Владимир Ильин çулталăк тăршшӗпе общество ӗçӗнче палăрнă хастарсене Хисеп хучӗсем парса чысларӗ.

Видео ак кунта
https://ok.ru/video/206128417320

https://ok.ru/video/206128351784

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев