ТР ЧНКА канашӗн председателӗн саламӗ
Хисеплӗ ентешсем! Часах алăкран 2017 çул шаккаса кӗрет. Иртнӗ çулталăк нумайăшӗшӗн тӗрӗслев тапхăрӗ пулчӗ пулин те, эпир ниме пăхмасăр Çӗнӗ çул çывхарнине чунтан савăнса, шанчăкпа тата çутă ӗмӗтсемпе кӗтсе илетпӗр. Пиртен кашниех ăнланать пулӗ, тулăх пурнăç хăйпе-хăй пулмасть, вăл хӗрӳ ӗç, пултарулăх, палăртнине яланах пурнăçланин пӗтӗмлетӗвӗ. Çак çитӗнӳсенчен эпир пурăнакан...