Паян чăвашла юрлакан тутар юрăçи çуралнă
Пирӗн эстрадăн «шăннă тинӗсне» вăл пăр çӗмерекен ледокол пек, стереотипсене çӗмӗрсе пырса кӗчӗ. Енчен те Шупашкарата чăваш юрăçисем (пурте мар, паллах, çапах та...) вырăссен е ытти халăх эстрадинчи кӗвӗсемпе сăмахсене «чăвашлатма» хăнăхса кайрӗç пулсан, Хусанта пурăнакан Фарида чăваш сăмахӗсене хăй çырнă тутарларах кӗвӗсем çине хурса илемлӗ юрăсем шăрантара пуçларӗ.
3-4...