Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хыпарсем

Чăваш телевиденийӗ спутникпа çыхăнать

Чăваш Енӗн наци телевиденине - 5 çул. Çак хушăра вăл ăнăçлă аталанса халăхра паллă вырăн йышăнчӗ. Унăн телекăларăмӗсене ачасем те, аслисем те хапăл туса йышăнаççӗ, пăхаççӗ. Наци телевиденийӗн ӗçӗсем пӗтӗм Раççейри телевидени конкурӗсенче пӗрре мар çӗнтернӗ. Анчах çакна пăмасăрах Чăваш Енри нумай районта Наци телевиденине пăхма май пулман, мӗншӗн тесен...

Чăваш Енӗн наци телевиденине - 5 çул. Çак хушăра вăл ăнăçлă аталанса халăхра паллă вырăн йышăнчӗ. Унăн телекăларăмӗсене ачасем те, аслисем те хапăл туса йышăнаççӗ, пăхаççӗ. Наци телевиденийӗн ӗçӗсем пӗтӗм Раççейри телевидени конкурӗсенче пӗрре мар çӗнтернӗ. Анчах çакна пăмасăрах Чăваш Енри нумай районта Наци телевиденине пăхма май пулман, мӗншӗн тесен паян кунччен ăна кабельлӗ сетьсемпе е интернет урлă çеç курма пултарнă.

Чăваш Ен Пуçлăхӗн Михаил Игнатьевăн хушăвӗпе, иртнӗ çул вӗçӗнче телерадиовещани ӗçне спутник урлă йӗркелемеллипе ӗçсем пуçланнă. Çыхăну операторӗ те паллă, вăл - «Триколор ТВ». Чăваш Енре вăл чи анлă сарăлнă спутник хыпарçи шутланать, республикăра «Триколор ТВ» абоненчӗсем 150 пине яхăн. Унта чăваш телеканалӗ те пулсан, паллах, абонентсен шучӗ тата та ӳсесси куçкӗрет.

Чăваш Енре пурăнакансемпе пӗрле çак пулăма ытти регионсенче пурăнакан чăвашсем те чăтăмсăррăн кӗтеççӗ. Малашне пирӗн те тăван чӗлхепе кăларăмсем пăхма пулӗ. Çавна май, Наци телерадиокомпанийӗ кăларăмсен концепцийӗпе сеткине çӗнетме шутланă, çӗнӗ проектсем хатӗрлеме тытăннă. Вӗсем ытларах Раççейри ытти регионсенче пурăнакан чăвашсен культурипе, йăли-йӗркисемпе çыхăнӗç, ют çӗршывсенче пурăнакан диаспорăсене те тимлӗх уйăрма шутланă.

Телеканалăн «Триколор ТВри» тӗрӗслевӗ март уйăхӗн пӗрремӗш кунӗсенчех пуçланмалла. Мартăн 8-мӗшӗнче вара Наци телевиденийӗ юратнă хӗрарăмсене кăна мар, Чăваш Енӗн мӗнпур çыннине парне туса эфира тăтăш тухма тытăнать. Апла пулсан эфирта тӗл пуличчен!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев