Тăванлăх сукмакӗпе
Тӑван ҫӗршыв вăл - ҫуралнӑ, ӳснӗ, ҫитӗннӗ вырӑн: атте-анне килӗ, тӑван урам, ял, тавралӑх. «Тӑван ҫӗршыв» ҫумне хӑшӗсем «малая» сăмах та ҫыпӑҫтарма хӑтланаҫҫӗ... Ман шутпа, Тӑван ҫӗршыв пӗрре, чи хакли, унран пысӑкки нимӗн те ҫук, ӑна пӗчӗклетме алӑ та ҫӗкленмест.
Тӑван ҫӗршыв вӑл - Тӑвансен ҫӗршывӗ те: атте енчи, анне...