Миçере çемье чăмăртамалла?
Чăвашсем мĕн авалтан ывăл-хĕрне кĕрхи ĕçсем вĕçленсен, кĕр мăнтăрĕпе мăшăрлантарнă.
Малтан евчĕ ярса хĕре çураçса хунă. Пулас кинне ывăлĕнчен аслăрах хĕрсем хушшинче шыранă: вăл вăйпăтти, ача çуратма юрăхлă пултăр, апат-çимĕç хатĕрлеме, алĕç тума пĕлтĕр. Вăл вăхăтра 17 çулхи яша вăтăртан иртнĕ ватă хĕре те илсе пама пултарнă. Çапла, çапла. Чылай...