Кăштах кулăш
Ачана тухтăр патне илсе килеççӗ. - Мӗн канăçсăрлантарать сана, ачам? - ыйтать тухтăр. - Нимӗн те канăçсăрлантармасть мана. Асаттене çеç эпӗ унăн сехетне çăтса яни канăçсăрлантарать, - çивӗччӗн тавăрать ача. * * * Выльăхран этем чи малтан кирлӗ мар ыйтусем, ытлашши канашсем нумай панипе уйрăлса тăрать. * * * -...
Ачана тухтăр патне илсе килеççӗ.
- Мӗн канăçсăрлантарать сана, ачам? - ыйтать тухтăр.
- Нимӗн те канăçсăрлантармасть мана. Асаттене çеç эпӗ унăн сехетне çăтса яни канăçсăрлантарать, - çивӗччӗн тавăрать ача.
* * *
Выльăхран этем чи малтан кирлӗ мар ыйтусем, ытлашши канашсем нумай панипе уйрăлса тăрать.
* * *
- Петӗр, камран вӗреннӗ эсӗ намăс сăмахсемпе çапла вăрçма? - ыйтать учительница урокра.
- Мариванна, çынран вӗренме çук ăна, çутçанталăк пани вăл!
* * *
- Кама качча илес-ши манăн? Сарă çӳçлӗ Натали те, çырă çӳçлӗ Кулине те, вăрăм ураллă хура Марье те паян тесен паянах качча пыма килӗшеççӗ, - ыйтать кӳршинчен Ахманей.
- Хуть хăшне качча илсен те йăнăшмастăн. Арăмсем вӗсем малтанхи виçӗ уйăхра çеç пӗр-пӗринчен уйрăлса тăраççӗ, - ăнлантарать Кукша Кӗркури.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев