2026 çулăн 2-мӗш çур çулне «Сувар» хаçата çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцие пӗтӗмлетрӗмӗр
Çӗнӗ хыпарсем

2026 çулăн 2-мӗш çур çулне «Сувар» хаçата çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцие пӗтӗмлетрӗмӗр

Акцие редакци ӗçченӗсем ӗнер, августăн 25-мӗшӗнче, хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче тӳрӗ эфирта пӗтӗмлетрӗç (ăна халӗ те пăхма пулать).

Призы для розыгрыша акции газеты

Хальхинче те вылянтарăва тӗп парнерен пуçлас терӗмӗр. Эппин паллаштаратпăр «Сувар» парнисен хуçисемпе:

Николай Ларионов (Ульяновск хули) – тӗп парне – мини-печь;

Алевтина Иванова (Аксу районӗ, Савгачево) – электромельничка;

Нина Баранова-Орел (Апас районӗ, Черккӗн) – кухньăра усă курмалли тараса (весы);

Валентина Захарова (Аксу районӗ, Савгачево) – шăл тасатмалли электрощетка;

Ольга Бахтинова (Пăва районӗ, Чăваш Киштек) – Ирина Трифонован «Олеся панă çыру» кӗнеки;

Валентина Гаврилова (Нурлат районӗ, Анат Чаллă), Зинаида Алексеева (Элмет районӗ, Патраклă), Людмила Сердцева (Çӗпрел районӗ, Упи) – Ирина Кузьминан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеки;

Алексей Харитонов (Аксу районӗ, Чăваш Енрусьел), Татьяна Бульбова (Аксу районӗ, Беловка) – Светлана Асаматăн «Чыс та мухтав сире...» кӗнеки.

Редакцирен парне выляса илнисене пурне те саламлатпăр! Акцие хутшăннă кашни вулакана чӗререн тав тăватпăр, малашне те эсир «Сувар» тусӗ пуласса, хаçата çырăнса илессе шансах тăратпăр. Парнесене редакцие килсе илмелле.

 

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ.

 


Нет комментариев