Кăçал Пӗлӳ кунӗ ытларикуна лекнӗрен Ульяновск облаçӗнчи 1 – 4 класра вӗренекен шкул ачисен амăшӗсемшӗн сентябрӗн 1-мӗшӗ канмалли кун пулать.
1 – 4-мӗш класра вӗренекен шкул ачисен амăшӗсене Пӗлӳ кунӗнче кантарасси çинчен область кӗпӗрнаттăрӗ Алексей Русских пӗлтернине хыпарлать ulpressa.ru. Анчах патшалăх тата муниципаллă службăра ӗçлекен аннесене кăна пырса тивет ку. Çапах та кӗпӗрнаттăр коммерци структурисен ертӳçисене те кӗçӗн класа каякан ачисем пур аннесене сентябрӗн 1-мӗшӗнче ӗçрен яма чӗнсе каланă.
Шел пулин те,Тутарстанра кун пек йышăну хальлӗхе туман. Аннесемшӗн хушма канмалли кун вырăнлă пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ӗç кунӗнче ачисене линейкăна хăйсен леçме вӗсен нумай чухне майӗ çук. Аса илтеретпӗр, кăçал Тутарстанра пурӗ 46 пин ача пӗрремӗш хут парта хушшине лармалла, вӗсенчен 16,8 пинӗ 1-мӗш класа Хусан шкулӗсене кайӗ. (Фото: Салават Камалетдинов / «Татар-информ»).
Нет комментариев