Шофера чăрмантарма юрамасть
- Пысăк тете, сире паян мӗн пулнă, çăмăл машинапа çур сехет пыратпăр - эсир вара пӗр сăмах та чӗнместӗр. Качча каян хӗр пек мăштах ларса пыратăр. Урăх чухне хăçан машина хăвăртлăхне ӳстермеллине, тормоза ир пуснине, кама ирттерсе ямаллине, пăрăну çутине сӳнтермеллине вӗрентмесӗр чăтса тăраймастăнччӗ, - тӗлӗнсе сăмах пуçарчӗ водитель çумӗнче...