Салтак çырнă виçкӗтеслӗ çырусем
Аслă Çӗнтерӳ уявӗ çывхарнă май Тутарстанри архивсен ӗçченӗсем пысăк курав валли фронтри çырусене пухса хатӗрленӗ. Вăрçăран çырнă çырусем хӗвелпе куççульсенчен тӗссӗрленнӗ пулсан та вӗсем паттăрлăха кăтартакан паха хутсем пек хисепленеççӗ. Çырусене кăранташпа та чернилпа та хут, открытка, çар хучӗсем çинче çыркаланă. Вӗсене тăванӗсене, юлташӗсене, пӗрле ӗçленӗ çынсене, влаçрисене, хаçат редакцийӗсене...