Киккириклӗ тритон
Киккириклӗ тритон (тритон гребенчатый) хӳреллисен отрядне, саламандрсен çемйине кӗрет.
Çутçанталăкра питӗ сайра тӗл пулать, йышӗ чакса пырать. Хӗвеланăç Европăра 1979 çултанпа сыхлаççӗ. Вăтам Атăлçи çӗрӗнче Тутарстан, Самар тата Ульяновск облаçӗсенчи Хӗрлӗ кӗнекесене кӗртнӗ.
Киккириклӗ тритон Ульяновск облаçӗнчи пур районта та пурăнать. Павловка, Радищево, Кăлаткăпуç районӗсенче вăрман хӗррисемпе çырмасенче тӗл пулать....