Ӳссен эсӗ кам пулан?
Раççейре Пушара хирӗç кĕрешес служба йӗркеленнӗренпе 368 çул çитнине тата Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 72 çул çитнине халалласа ТР Пушар хуралӗн Апасри отрячӗн Пăва районӗнчи Хирти Кушкăри сотрудникӗсем Пӳркел ялӗнчи шкулта «Хастарлăх» урокне ирттернӗ. Вӗсем ачасене çăлакан хатӗрӗсемпе мӗнле усă курмаллине тӗплӗн ăнлантарнă. Унсăр пуçне МЧСăн ӗçченӗсен хастар ӗçӗсем...
Раççейре Пушара хирӗç кĕрешес служба йӗркеленнӗренпе 368 çул çитнине тата Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 72 çул çитнине халалласа ТР Пушар хуралӗн Апасри отрячӗн Пăва районӗнчи Хирти Кушкăри сотрудникӗсем Пӳркел ялӗнчи шкулта «Хастарлăх» урокне ирттернӗ. Вӗсем ачасене çăлакан хатӗрӗсемпе мӗнле усă курмаллине тӗплӗн ăнлантарнă. Унсăр пуçне МЧСăн ӗçченӗсен хастар ӗçӗсем çинчен каласа кăтартнă. Асра хăварма памяткăсем парнеленӗ. Ачасем тӗлпулупа кăмăллă юлнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев