Халӗ те типмен-ха вăрçă куççулӗ
Тӗнчен хăрушă тăшманне,
Тискер фашистăн ӗнсине
Хуçни, ак, çитмӗл икӗ çул,
Типмен-ха пурпӗрех куççуль… (Валерий Николаев)
Çапла Совет салтакӗсем Берлинра Рейхстаг çине Çӗнтерӳ ялавне вырнаçтарнăранпа 72 çул çитрӗ. Çак кун патне вӗсем, пирӗн асатте-асаннесем каласа панине ас тунă тăрăх, вут-кăвар витӗр, хӗн асап тӳссе, хăйсене шеллемесӗр, юн тăкса 4 çул,...