Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Рубин» команди футбола йыхравлать

Конфедераци Кубокĕ умӗнхи тӗрӗслев матчӗнче «Рубин» командине куракансен пулăшӗвӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗ ТР çамрăксен ӗçӗпе спорт министрӗ Владимир Леонов. Вăл республикăри çынсене май уйăхӗн 17-мӗшӗнче «Рубин» тата «ЦСКА» командисем хушшинчи тӳлевсӗр матча килсе курма йыхравланă. «ЦСКА» командипе кирӗк хăш матч та кăсăклă. Хальлӗхе вăл ертӳçӗ позицине тытса пыма, Чемпионсен лигине...

Конфедераци Кубокĕ умӗнхи тӗрӗслев матчӗнче «Рубин» командине куракансен пулăшӗвӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗ ТР çамрăксен ӗçӗпе спорт министрӗ Владимир Леонов. Вăл республикăри çынсене май уйăхӗн 17-мӗшӗнче «Рубин» тата «ЦСКА» командисем хушшинчи тӳлевсӗр матча килсе курма йыхравланă.
«ЦСКА» командипе кирӗк хăш матч та кăсăклă. Хальлӗхе вăл ертӳçӗ позицине тытса пыма, Чемпионсен лигине кӗме тăрăшать. Унсăр пуçне, «Рубиншăн» ку вăйă юлашки, çавна кура эпир матча 20 пинрен пуçласа 30 пине яхăн болельщика кӗтетпӗр. Мӗншӗн тесен, «Рубин» пирӗн тăван команда, вăл эпир килессине питӗ кӗтет. Ман шутпа, майăн 17-мӗшӗнче килекенсене «Казань-Арена» стадиона курма питӗ интереслĕ пулать, унта пысăк улшăнусем пур. Майăн 17-мӗшӗнче 19.30 сехетре пурте футбол курма каятпăр!» - тесе сăмах каланă ТР спорт министрӗ.
Аса илтеретпӗр, "Рубин" тата ЦСКА хушшинче иртекен матча Конфедераци Кубокĕн болельщик паспорчӗпе кăна тӳлевсӗр кӗме пулать. Вӗсене болельщиксен паспорт паракан центрне кайса тутарма май пур. Шăп çавăнта тӳлевсӗр билетсем параççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев