Ерӗспелсем «Утăфестра»
(Майя Игнатьева). Иртнӗ шăматкун, июлӗн 29-мӗшӗнче, Заинск хулинче пуçласа пӗрремӗш хут «Утăфест» («Сенофест») нумай нациллӗ культура тата йăла-йӗрке арт-фестивалӗ иртрӗ. Мероприяти программи, йӗркелӳçӗсем шантарнă пекех, чăннипе те питӗ анлă та интереслӗ пулчӗ. Рыцарьсен турнирӗпе джигитовка ăсталăхӗнчен пуçласа утă капанӗсене ывăтни таранчченех курма пулчӗ кунта.
Кунӗпех тимӗрçӗсен, пир тӗртекенсен, ал ӗç,...