Чăвашсен кун пек юрă çукчӗ-ха
(Ирина Трифонова). Турă панă пултарулăха чылай чухне пӗр ӗçпех хаклама пулать. Талантлă, пултаруллă çын хуть мӗнле ӗçе те тӗплӗ те паха тума тăрăшать, шут хыççăн хăваламасăр. Нумай пулмасть Вера Кожемановăн «Савнă тусăм» юрри интернетри социаллă сетьсене вирхӗнсе кӗчӗ те общественноçа пăлхантарса ячӗ (сăвви Василий Шихрановăн, кӗвви «Хусан чăвашӗсем» ушкăн ертӳçин...
(Ирина Трифонова). Турă панă пултарулăха чылай чухне пӗр ӗçпех хаклама пулать. Талантлă, пултаруллă çын хуть мӗнле ӗçе те тӗплӗ те паха тума тăрăшать, шут хыççăн хăваламасăр. Нумай пулмасть Вера Кожемановăн «Савнă тусăм» юрри интернетри социаллă сетьсене вирхӗнсе кӗчӗ те общественноçа пăлхантарса ячӗ (сăвви Василий Шихрановăн, кӗвви «Хусан чăвашӗсем» ушкăн ертӳçин Алексей Наумовăн).
Тӳрех калатăп: чăваш эстрадинче çакăн пек çӳллӗ шайри юрă халиччен пулман. Мӗнлерех вокал! Аранжировкăри симфони оркестрӗн инструменчӗсен сасси тата! Верăн юрлас стилӗ Британи юрăçин, актрисин, классика кроссовер жанрӗпе юрлакан Сара Брайтманăннипе пӗр евӗрлӗрех пек туйăнчӗ. Пытармастăп, çав тери савăнтарчӗ ку пулăм, тӗнче шайӗнчи музыка. Тахçанах кӗтеттӗмӗр чăваш эстрадинче мӗн-тӗр çӗннине, пахине. Верăн юррине вӗçӗмсӗр итлес килсе тăрать.
Тӗрӗссипе эпир тахçантанпах унран çӗнӗ юрă кӗтеттӗмӗр. Вера Кожемановăн хăйне евӗрлӗ вокал, кăткăс. Унăн сасă диапазонӗ çăмăллăнах джас, рок, фолк жанрӗсемпе юрлама май парать, кирлӗ пулсан опера та. Акă ăçта палăрать вăл музыка пӗлӗвне илни. Пӗр вăхăт «Хусан чăвашӗсемпе» вăл пачах та юрлама пăрахнăччӗ. Хăй каланă тăрăх, çак тăхтав декрет отпускӗпе çыхăннă. Нумай пулмасть ушкăнпа хутшăнăва çӗнӗрен пуçарса ячӗ. Алексей Наумов композитор та кӗттермерӗ, Вера валли ятарласа юрă çырчӗ. Çак тандемăн малашлăхӗ пысăк пуласса шалти туйăм та систерет. Вера хăйӗн творчестви пирки хальлӗхе калаçма тăхтать, иртерех тесе шутлать. Ун шучӗпе, мухтанмалли тем çук.
«Юрлас килни ниçта та çухалман, пӗр вăхăта та. Яланах музыкăри хамăн стиле, юхăма шырама, итлекенсен кăмăлне çӗнсе илме тăрăшнă. Алексей Наумов мана мӗнлерех музыка килӗшнине ăнланса илни савăнтарать. Социаллă сетьсенчи юрă хыççăн хăварнă итлекенсен комментарийӗсем хавхалантараççӗ. Вăл çынсемшӗн çутă, çепӗç, пархатарлă пулни савăнтарать», - тесе хуравларӗ Вера пирӗн ыйтăва.
Паллах, сăпайлăх çынна илем кӳрет, çапах паянхи саманара мӗн-тӗр пытарса усрама йывăр. Чăваш наци радиовӗн «Кайри-мала» юрă хит-парадне пула «Савнă тусăм» юрра тӗнчери пӗтӗм чăваш итлеме пултарчӗ. Эрнесерен палăртакан хит-парадра ентешӗмӗрӗн « Савнă тусăм» юрри миçемӗш вырăн йышăнасси пиртен пуринчен те килет, çавăнпа та, тăвансем, эсир те юрра итлӗр те хак парăр, урăхла каласан, сасăлава (https://vk.com/wall-36511464_2382) хутшăнăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев