Хусанти кинофестивале кăçал Анна Снаткина килет
Кăçал сентябрӗн 5-11-мӗшӗсенче Хусанта иртекен Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивальне (ХХМКФ) Наталья Варлей, Светлана Светличная, Владимир Конкин, Леонид Кулагин, Анна Снаткина, Виктор Мережко, Марат Башаров, Кирилл Плетнев, Иван Золотухин килессине пӗлтернӗ. Йӗркелӳçӗсем мероприятире çаплах Ингеборга Дапкунайтепе Камиль Ларина та курасшăн, хальлӗхе вӗсем килессине çирӗплетмен-ха.
Конкурс программине 27 çӗршывăн 60 фильмӗ кӗнӗ....