Ял кушакӗ чăвашла кăна «калаçать»
(Ирина Трифонова). Манăн хуняçа «Казанские ведомости» хаçата питӗ те юратса вулать. Кайран мӗн вуланине пире каласа парать. Чăвашсем çинчен те çырнă-тăк, чупса пырсах хаçата алла тыттарать. Паллах, кун пекки сайра пулать. Ак хальхинче те: «Кин, кунта чăвашла пӗлекен кушак пирки çырнă, Хусанта пурăнать тет», - терӗ вăл хаçата сасăпах вуласа,...