Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Ял кушакӗ чăвашла кăна «калаçать»

(Ирина Трифонова). Манăн хуняçа «Казанские ведомости» хаçата питӗ те юратса вулать. Кайран мӗн вуланине пире каласа парать. Чăвашсем çинчен те çырнă-тăк, чупса пырсах хаçата алла тыттарать. Паллах, кун пекки сайра пулать. Ак хальхинче те: «Кин, кунта чăвашла пӗлекен кушак пирки çырнă, Хусанта пурăнать тет», - терӗ вăл хаçата сасăпах вуласа,...

(Ирина Трифонова). Манăн хуняçа «Казанские ведомости» хаçата питӗ те юратса вулать. Кайран мӗн вуланине пире каласа парать. Чăвашсем çинчен те çырнă-тăк, чупса пырсах хаçата алла тыттарать. Паллах, кун пекки сайра пулать. Ак хальхинче те: «Кин, кунта чăвашла пӗлекен кушак пирки çырнă, Хусанта пурăнать тет», - терӗ вăл хаçата сасăпах вуласа, калăн пӗр-пӗр министр çинчен çырнă. «Хусанта чăвашла пӗлекен кушак пурăнать» ятпа пичетленсе тухнă хаçатри «Çынсемпе чӗрчунсем» рубрикăра Владимир Дынникăн статйи.

Мана ку, паллах, интереслентерчӗ. Чӗрчунсем пирки вулама хăçан та кăсăк. Кушак аçи чăнах та «чăваш» иккен, Хусана ăна, унăн хуçин, ватă кинемин, мăнукӗ кукамăшӗ вилнӗ хыççăн илсе килнӗ. Маларах Кузя хуçипе Теччӗ районӗнчи Хупкӗперте пурăннă. Кушак, телее, çӗнӗ çӗре хăвăрт хăнăхнă, анчах çӗнӗ хуçисене нимӗнле те ăнланса илеймен. Çиме чӗнсен те вырăнта тӗлӗнсе пăхса тăнă. Мăнукӗ каярахпа тин кушак чăвашла кăна ăнланнине тавçăрса илнӗ, ара кинемей унпа чăвашла калаçнă-çке. Вара Дынниксен килӗнче тăтăш икӗ чӗлхе янрама тытăнать, хăйсен хушшинче вырăсла, кушакпа - чăвашла. Пурăна киле Кузя кăштах вырăсла та ăнланма тытăннă. Вăт çапларах вăл чăваш кушакки - ăслă та маттур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев