Мартăн 10-мӗшӗнче – «Тутарстан чăваш пики»
Çуркунне çывхарса килнӗ май, юлташсем, савăнтарма васкатпăр. Мартăн 10-мӗшӗнче Хусанта «Тутарстан чăваш пики» пултарулăхпа илем конкурсӗн финалӗ пулать. Икӗ çула пӗрре иртекен конкурса эпир, куракансем, чăтăмсăр кӗтетпӗр. Аса илтеретпӗр, шучӗпе кăçалхи 9-мӗш, юлашки хут вăл 2016 çулхи мартăн 5-мӗшӗнче иртнӗччӗ, унта Çӗпрел пики Ксения Романова çӗнтернӗччӗ, çав çулах Ксения Шупашкарта...