Пӗрле тăрăшсан веçех пулать
Теччӗ чăвашӗсен чи амбициллӗ проекчӗсенчен пӗри - «Теччӗ шевлисем» юрă-ташă фестивалӗ. 40 ытла номертен тăракан чаплă концерт йăлтах чăвашла иртрӗ. Тӗрӗссипе, теччӗсен илемлӗ пултарулăх хăвачӗ çапларах çӳллӗ шайра пуласине кӗтменччӗ. Кăмăлтан тӗлӗнтерчӗç ăнăсемпе хупкӗперсем, çармăссемпе çӗньялсем, пухтелсемпе йуккелсем, чакăлтăмсемпе шанчăсем тата ыттисем.
Çак фестивале ачасем те, аслисем те кăмăлтан хутшăнаççӗ....