Районти чăваш Çăварнийӗ Çармăс ялӗнче
Теччӗ районӗнче чăвашсем нумайăнах пурăнмаççӗ. Анчах та февралӗн 18-мӗшӗнче Çармăс ялне районри мӗн пур чăваш ялӗнчен юрлакансемпе ташлакансем хутшăннăччӗ. Çак кун Çармăсри Культура çурчӗ умӗнче Çăварни уявӗ иртрӗ. Пухăннисене Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Володар Тимофеев тата районти Культура уйрăмӗн диреткорӗ Юрий Сиякин, «Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев саламларӗç. Икерчӗ çинӗ,...
Теччӗ районӗнче чăвашсем нумайăнах пурăнмаççӗ. Анчах та февралӗн 18-мӗшӗнче Çармăс ялне районри мӗн пур чăваш ялӗнчен юрлакансемпе ташлакансем хутшăннăччӗ. Çак кун Çармăсри Культура çурчӗ умӗнче Çăварни уявӗ иртрӗ.
Пухăннисене Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Володар Тимофеев тата районти Культура уйрăмӗн диреткорӗ Юрий Сиякин, «Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев саламларӗç. Икерчӗ çинӗ, вӗри чей ӗçнӗ, катаччи тунă хыççăн хаваслă юрӗ-ташă мешехи урамран клуба куçрӗ.
Кунта вара «теччӗ шевлисем» фестиваль пуçланчӗ. Районти чăваш центрӗн пуçарăвӗпе вăл çак ялта иккӗмӗш хут иртет. Çармăссем чăннипе те килӗштернӗ пулӗ çак юрă-ташă уявне, зала лăк-тулли куракан халăх пуçтарăннă. Ларма та вырăн çук.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев