Юбилей Димитровградран пуçланчӗ
(Елена Мустаева. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Ульяновск облаçӗнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнипе çыхăннă мероприятисен ярăмӗ нарăсăн 4-мӗшӗнче Димитровградра тытăнчӗ.
«Восход» Культура керменӗнче чăваш уявӗ пулни фойене кӗрсенех палăрчӗ: тӗрлӗ куравсем йӗркеленӗ, сӗтелсем çинче чăваш апат-çимӗçӗ йăтăнса ларать, фольклор ушкăнӗсем килекенсене çăкăр-тăварпа кӗтсе илеççӗ...
Чăвашсен уявне Сергей Морозов кӗпӗрнаттăр, облаçри искусствăпа культура...