Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Кивӳсел помидорӗ пур чух Турцин кирлӗ мар

(Ирина Кузьмина). Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗнче пурӗ 7 фермер хуçалăхӗ, вӗсенчен Геннадий Николаевич Петрушков кăна пахча çимӗç ӳстерет. Виçӗм çул 1,5 миллион тенкӗ грант выляса илсен теплицăсем лартнă вăл. Халӗ 18 сотăй лаптăкра унăн 3 теплица. Тӗпрен илсен, помидор ӳстерессипе ӗçлет. Ку ӗçре Геннадий Николаевича ас тесен те...

(Ирина Кузьмина). Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗнче пурӗ 7 фермер хуçалăхӗ, вӗсенчен Геннадий Николаевич Петрушков кăна пахча çимӗç ӳстерет. Виçӗм çул 1,5 миллион тенкӗ грант выляса илсен теплицăсем лартнă вăл. Халӗ 18 сотăй лаптăкра унăн 3 теплица. Тӗпрен илсен, помидор ӳстерессипе ӗçлет. Ку ӗçре Геннадий Николаевича ас тесен те юрать. Помидор калчисене мӗн çитнипе çитменнине çулçине пăхсах уйăрать вăл. Фермер çӗнӗ технологисене шута илсен те, ӗмӗрхи агротехникăнах тӗпе хурать. Ытларах органика удобренийӗпе усă курать. Тухăçӗ те япăх мар, пӗлтӗр 12 тонна помидор тата 2 тонна хăяр илнӗ. Çимӗçе çуллен апрель уйăхӗ вӗçне ӗлкӗртет.

Нитратсăр ӳстернӗ пахча çимӗçе вара Аксу, Нурлат тата Хусан хапăлласах туянать-мӗн. Фермер хăйӗн туянаканне хисепленине те палăртмалла кунта, продукцие сутнă кун ирхине кăна аври çинчен татать вăл. Тепӗр çирӗп приниципӗ те пур унăн - лайăх сорт лартасси. Ку ӗçре вара профессионалсене шанать, çавăнпа вăрлăха çуллен çырăнса кăна илет, хăй тумасть. Паллах, йӳнӗ мар ку, пӗр пӗрчи 8-100 тенкӗ таранах тăрать. Апла пулин те хакне кăларать. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен «Розовый спам» сортăн пӗр помидорӗ килограмм чухлех тайнă.

Хальхи вăхăтра Петрушковăн теплицисенче хӗрӳ ӗç, помидорсене çӗр çине куçарса лартнă, сутлăх валли акнă петуни, вербена, портулак, алиссум чечек калчисем те шăтнă ӗнтӗ. Вӗсене те фермер май уйăхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗлкӗртет. Çапла вара Петрушковсен чечекӗсем Аксу, Нурлат, Çарăмсан тата Чистай урамӗсене илем кӳреççӗ.

Петрушковсем ӗмӗрӗпех çӗрпе аппаланаççӗ пулсан та, ӗçтешӗсен опытне шута илеççӗ, Самар, Оренбург фермерӗсемпе яланах çыхăнура. Вырăнти фермерсемпе опытпа паллашма та хирӗç мар. Пӗр ахаль курма килекенсем валли кăна теплицисен алăкӗсем хупă, мӗншӗн тесен ӳсен-тăран ача пекех, усал куçран хăрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев