Хиджаблă хӗрсем те чăвашла кӗрешесшӗн
Виçӗ регион, тăхăр команда, сакăвуникӗ спортсмен. Нурлат районӗнчи Ялавăрта кун чухлӗ нумай кӗрешекен пухăнманччӗ-ха. Черетлӗ Чăваш кӗрешӗвӗн регионсем хушшинчи турнирне малтанхи çулсенчи пекех ТР тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Огоневăн парнисемшӗн кӗрешсе ирттерчӗç. Вăл вырăнти тулли мар вăтам шкул спортзалӗнче иртрӗ, спортсменсем харăсах икӗ кавир çинче вăй виçрӗç. Ăмăртăва шкул ачисем...