Хиджаблă хӗрсем те чăвашла кӗрешесшӗн
Виçӗ регион, тăхăр команда, сакăвуникӗ спортсмен. Нурлат районӗнчи Ялавăрта кун чухлӗ нумай кӗрешекен пухăнманччӗ-ха. Черетлӗ Чăваш кӗрешӗвӗн регионсем хушшинчи турнирне малтанхи çулсенчи пекех ТР тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Огоневăн парнисемшӗн кӗрешсе ирттерчӗç. Вăл вырăнти тулли мар вăтам шкул спортзалӗнче иртрӗ, спортсменсем харăсах икӗ кавир çинче вăй виçрӗç. Ăмăртăва шкул ачисем...
Виçӗ регион, тăхăр команда, сакăвуникӗ спортсмен. Нурлат районӗнчи Ялавăрта кун чухлӗ нумай кӗрешекен пухăнманччӗ-ха. Черетлӗ Чăваш кӗрешӗвӗн регионсем хушшинчи турнирне малтанхи çулсенчи пекех ТР тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Огоневăн парнисемшӗн кӗрешсе ирттерчӗç. Вăл вырăнти тулли мар вăтам шкул спортзалӗнче иртрӗ, спортсменсем харăсах икӗ кавир çинче вăй виçрӗç. Ăмăртăва шкул ачисем хаваспах хутшăнаççӗ, мӗншӗн тесен Александр Огонев хăйӗн юлташӗсемпе пӗрле мала тухнисене укçа парса хавхалантарма пӗлет. Çавăнпа та инçе çула пăхмасăрах хăйсене Чăваш кӗрешӗвӗнче тӗрӗслесе пăхас текенсем Тутарстанăн кăнтăр-хӗвелтухăç чиккине çитнӗ. Елабуга, Çырчалли хулисем, Тукай, Нурлат, Элкел, Аксу, Çӗпрел районӗсем, Самар облаçӗпе Чăваш Республики хутшăнчӗç ăмăртăва.
Палăртса хăвармалла, арçын ачасем кăна мар, хӗрсем те чăвашла кӗрешрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев