ТР Патшалăх Канашӗнче чăваш ӳнерçин куравӗ уçăлчӗ
Апрелӗн 5-мӗшӗнче Тутарстанри Патшалăх Канашӗн çуртӗнче ЧР тава тивӗçлӗ художникӗн Викентий Лукьяновăн куравӗ уçăлчӗ. «Атăл пейзажӗсем» ят панă ăна автор. Ӳкерчӗкӗсенче, тӗпрен илсен, Атăл пейсажӗ сăнланнă, çав шутра Свияжск утрав-хула таврашӗ те. Викентий Анатольевичăн творчествипе Хусан тахçанах паллашнă, лайăх пӗлет. Мӗншӗн тесен ӳнерçӗ кунти картинăсен галерейипе 1995 çултанпах çыхăну тытать....